– Тпру! – çил-тăвăл шавне хупласа илтĕнчĕ тултан хулăн сасă.
Вăхăчĕ çурçĕрелле те иртсе пыратчĕ-ши ĕнтĕ, пĕрремĕш автансем авăтни илтĕнмерĕ те-ха, карчăкпа мучи пĕр тăн ыйхă çавăрма та ĕлкĕрнĕччĕ ку вăхăта. Пÿрте ир çинчен аванах хутса ăшăтнăччĕ те, каçа сивĕннĕ тата таçта амакран килсе тухнă тăманĕ ăшша самаях хăваласа кăларнă, мăрьере, ав, мĕнлерех улать. Урамран илтĕннĕ сасă таврана та вăратрĕ пулĕ, цытă та хытах вĕрме пуçăнчĕ.
– Путап! Тухса пăх-халĕ, мĕнле эсрелсем çÿреççĕ çак куç-пуç курман тăманра? Вăрă-хурахсем мар-ши? – ыйхине татса кăмака çинчен чĕнчĕ кинеми. Тĕпелти путмар çинче кĕрĕкпе витĕннĕ, çывăракан мучи çав сасса паçăрах илтрĕ те-ха, анчах ыйхă тĕлĕшпе пулĕ тесе хускалмарĕ. Çук иккен, кинеми те, авă, илтнĕ, тепĕр чухне çумĕнче чĕнсессĕн те илтмест. Тата ăшă вырăнтан камăн хускалма кăмăл пултăр?
Ирĕксĕрех вырăн çинчен тăмалла пулчĕ Путапăн. Урисене сивĕ урайнелле тăсса тăрса ларсан, кĕç аттине тупса тăхăнчĕ тĕттĕмрех. Вырăн çумĕнчен ытла айккине вырнаçтармасть вăл ура тăхăнмаллисене. Тухса тĕрĕслес шутпа йăрхаха çакнă пăшала илчĕ алла. Патронĕ-мĕнĕ çук та, пушăллă тухни мар. Путап ватă пулсан та таврари таркăнсем унăн кил таврашне пырса çапăнма шикленерех çÿреççĕ. Мĕскер тесен те, ку тăрăхра вăл пĕрремĕш çурт лартса никĕсленĕ, те тата çавăнпа та çыхланмаççĕ-ши? Хуллен, мĕскертен-тăр такăнас мар тесе тĕттĕмре, Путап алăк енне çул тытрĕ. «Ара, çутă çутас малтан. Кам шуйттанĕ, Турă каçартăр, çылăха кĕнĕшĕн çук çĕртен аса илтернĕшĕн, çÿрет-халĕ унта? Тĕттĕмре çапса пăрахĕç те темĕн курăн», – асне килчĕ мучие. Улпут евĕр пурăнать Путап мучи ку тăрăхра кинемипе, хуллен майĕпен кăштăртатса çÿрет. Çу вăхăтĕнче уй-хирне, вăрманне те çÿрет. Халĕ ак… Унччен те пулмарĕ алăка каллех кумпплеттерме пуçĕнчĕç, тата та хытăрах.
– Уçăр халех! Эпир патша çыннисем, – хулăн сасăпа чĕнчĕ çав этемех.
– Çакăн йышши тăманра мĕнле патша çынни çÿренĕ пултăр, тепĕр тесен, çакнашкал çанталăкра ырă хуçа йыттине те тула кăлармасть, – хуравларĕ мучи, малалла, алăк патнелле, кăштăртатса пынă май.
– Уçăр! – парăнмарĕç çав-çавах килнисем, – атту алăка çĕмĕретпĕр!
Путап каçран юлнă хăйăпа çутатса алăк çăрхахне вĕçертрĕ çеç, пÿрте виççĕн-тăваттăн кĕрсе те тăчĕç. Вăрăм тăлăпсемпе, шап-шар юр кăна хăйсем. Кашнийĕн çурăм хыçне пăшал çакнă. Пĕрин тата хулпуççийĕсем çинче ылтăн пакунсем. «Ара, чăнласа та çар çыннисем пулас», – шикленсе-сехĕрленсе пăхса илчĕ Путап ахвицер çине. Унтан тинех курах кайрĕ: иккĕшĕ виççĕмĕшне хулĕсенчен тытса тăраççĕ ÿкесрен.